Иегова Свидетелӗсен официаллӑ веб-сайчӗ

Тӗп страница Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 2-мӗш урокУнчченхи статьяТепӗр статья

Кам вӑл Турӑ?

Кам вӑл чӑн Турӑ тата вӑл мӗн ятлӑ? (1, 2)
Унӑн кӗлетки мӗнле? (3)
Мӗнле унӑн тӗп паха енӗсем? (4)
Ӑна пуҫҫапнӑ чухне турӑшсемпе тата символсемпе усӑ курма юрать-и? (5)
Мӗнле икӗ майпа Турӑ ҫинчен пӗлсе пыма пулать? (6)

1. Ҫынсем нумай япалана пуҫҫапаҫҫӗ. Анчах Библи пире пӗр ЧӐН Турӑ кӑна пур тесе калать. Пӗлӗтре тата ҫӗр ҫинче мӗн пуррине пурне те вӑл тунӑ. Вӑл пире пурнӑҫ панӑ пулсан, пӗр ӑна ҫеҫ пуҫҫапмалла (1 Коринфсем 8:5, 6; Апокалипсис 4:11).

2. Туррӑн титулсем нумай, анчах ячӗ пӗрре кӑна. Турӑ ячӗ — ИЕГОВА. Библин нумай куҫарӑвӗсенче Турӑ ятне кӑларса пӑрахнӑ та «Ҫӳлхуҫа» тата «Турӑ» титулсемпе улӑштарнӑ. Анчах Библин пирвайхи текстӗнче Иегова ят 7000 яхӑн тӗл пулнӑ (Тухни 15:3; Осия 12:5).

3. Иеговӑн хӑйӗн кӗлетке пур, анчах вӑл пирӗн кӗлеткерен уйрӑлса тӑрать. «Турӑ Вӑл сывлӑш» тесе каланӑ Библире (Иоанн 4:24). Сывлӑш — пирӗн пурнӑҫран чылай ҫӳллӗрех шайра тӑракан пурнӑҫ форми. Пӗр ҫын та Турра нихӑҫан та курман. Иегова пӗлӗтре пурӑнать, анчах вӑл пурне те курать (Псалом 10:4, 5; Иоанн 1:18). Мӗн-ха вӑл святой сывлӑш? Вӑл Турӑ мар. Вӑл Туррӑн ӗҫ тӑвакан вӑйӗ (Псалом 103:30).

4. Библи Иегова мӗнле Турӑ пулнине уҫса парать. Унӑн тӗп паха енӗсене кӑтартнӑ: юрату, тӗрӗслӗх, ӑслӑлӑх тата вӑй (Саккуна астутарни 32:4; Иов 12:13; Исаия 40:26; 1 Иоанн 4:8). Ҫавӑн пекех Библире Турӑ ҫинчен хӗрхенекен, ырӑ, каҫарма хатӗр, ырӑ сунакан тата тӳсӗмлӗ тесе каланӑ. Пирӗн, итлекен ачасем пек, ун евӗрлӗ пулма тӑрӑшмалла (Ефессем 5:1, 2).


Эпир Турӑ ҫинчен вӑл тунӑ япаласенчен тата Библирен пӗлсе пыратпӑр

5. Турра пуҫҫапнӑ чухне турӑшсене, ӳкерчӗксене тата символсене чыслама тата вӗсене кӗл тума кирлӗ-и? Ҫук! (Тухни 20:4, 5). Пирӗн ӑна анчах пуҫҫапмалла тесе калать Иегова. Вӑл хӑйӗн мухтавне никама та е ниме те памасть. Турӑшсен пире пулӑшма вӑй ҫук (Псалом 113:12—16; Исаия 42:8).

6. Турра мӗнле лайӑхрах пӗлме пулать? Пӗрремӗш меслет — Турӑ пултарнӑ япаласем ҫине тинкерсе пӑхса, вӗсем мӗн калама пултарни ҫинчен тарӑннӑн шухӑшлани. Туррӑн пултарнӑ япалисем унӑн питӗ пысӑк вӑй тата ӑслӑлӑх пуррине кӑтартса параҫҫӗ. Вӑл мӗн пултарнӑ, унта пуринче те унӑн юратӑвӗ курӑнса тӑрать (Псалом 18:2—7; Римсем 1:20). Турӑ ҫинчен пӗлмелли иккӗмӗш меслет — Библи вӗренни. Унӑн страницисенче вӑл хӑй мӗнле Турӑ пулнине тата ытларах каласа парать. Унта вӑл ҫавӑн пекех хӑй мӗн шут тытнине тата вӑл пирӗнтен мӗн кӗтнине пӗлтерет (Амос 3:7; 2 Тимофей 3:16, 17).

 

2007-мӗш ҫулхи кӑларӑм

Тӗп страницаҪӳлеллеУнчченхи статьяТепӗр статья

Copyright © 2008 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.