| Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? | 8-мӗш урок |
Турра юрӑхлӑ ҫемьеллӗ пурнӑҫ |
|
| Упӑшка ҫемьере мӗнле вырӑн йышӑнать? (1) | |
| Упӑшкан хӑйне арӑмӗпе мӗнле тытас пулать? (2) | |
| Ашшӗн тивӗҫӗсем мӗнре тытӑнса тӑраҫҫӗ? (3) | |
| Арӑмӗ ҫемьере мӗнле вырӑн йышӑнать? (4) | |
| Ашшӗ-амӑшӗсенчен тата ачисенчен Турӑ мӗн ыйтать? (5) | |
| Уйрӑм пурӑнассипе уйрӑласси ҫине Библи мӗнле пӑхать? (6, 7) | |
1. Упӑшка — ҫемье пуҫӗ тенӗ Библире (1 Коринф 11:3). Упӑшкан пӗр арӑм кӑна пулмалла. Арӑмӗпе упӑшкин ҫӗршывра йышӑннӑ законпа килӗшӱллӗн мӑшӑрланса ҫырӑнмалла (1 Тимофей 3:2; Тит 3:1). 2. Упӑшкан арӑмне хӑйне юратнӑ пек юратас пулать. Иисус хӑйне вӗренекенӗсемпе мӗнле тытнӑ, унӑн та хӑйне арӑмӗпе ҫавӑн пекех тытас пулать (Eфес 5:25, 28, 29). Упӑшкан арӑмне ҫапма е хайне нихӑҫан та унпа япӑх тытма юрамасть. Пачах та урӑхла, унӑн арӑмне чыс тата хисеп тумалла (Колоссы 3:19; 1 Петр 3:7).
3. Ашшӗн хӑйӗн ҫемйишӗн тӑрӑшса ӗҫлес пулать. Унӑн арӑмӗпе ачисене апат-ҫимӗҫпе, тумтирпе, пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтерсе тӑрас пулать. Ҫавӑн пекех ашшӗн хӑйӗн ҫемйине ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл енӗпе тивӗҫтерсе тӑрас пулать (1 Тимофей 5:8). Турӑ тата Унӑн шухӑшӗсем ҫинчен вӗренме пулӑшса тӑрса вӑл ҫемйине ертсе пырассине хӑйӗн ҫине илет (Второзаконие 6:4—9; Eфес 6:4). 4. Арӑмӗн упӑшкине тӱрӗ кӑмӑлпа пулӑшма тӑрӑшмалла (Бытие 2:18). Арӑмӗн вара упӑшкине ачисене вӗрентме тата пӑхса ӱстерме пулӑшас пулать (Притчи 1:8). Иегова арамӗнчен ҫемьешӗн юратса тӑрӑшма ыйтать (Притчи 31:10, 15, 26, 27; Тит 2:4, 5). Унӑн хӑйӗн упӑшкине чӗререн хисеплес пулать (Eфес 5:22, 23, 33). 5. Ачисенчен Турӑ ашшӗ-амӑшне итлеме ыйтать (Eфес 6:1—3). Вӑл ашшӗ-амӑшне хӑйсен ачисене ӑса вӗрентсе тата тӱрлетсе тӑма хушать. Ачасемпе Библи вӗренме, вӗсене ӑс-хакӑлпа шухӑш-кӑмӑл енчен тивӗҫтерме ашшӗ-амӑшӗн вӑхӑт тупмалла (Второзаконие 11:18, 19; Притчи 22:6, 15). Ашшӗ-амӑшӗн ачисене сӑпайсӑр тата хаяр пӑхмалла мар (Колоссы 3:21).
6. Мӑшӑрсене пӗр-пӗринпе килӗштерме йывӑр чухне, вӗсен Библи хушнӑ пек тума тӑрӑшмалла. Библи юратма тата каҫарма чӗнет (Колоссы 3:12—14). Турӑ Сӑмахӗ мӑшӑрсене пит йывӑрах мар ыйтусене уйрӑм пурӑнса татса пама хавхалантармасть. Анчах та арӑмӗ упӑшкинчен уйрӑлса кайма пултарать, енчен те 1) вӑл ҫемйишӗн ҫине тӑрсах тӑрӑшмасть пулсан, 2) арӑмӗн сывлӑхне тата пурнӑҫне хӑрушлӑха тӑратса хӑйне ҫав тери усал тытать пулсан, е 3) ӑна Иеговӑна ӗненме хаяррӑн хирӗҫ тӑрса чӑрмантарать пулсан (1 Коринф 7:12, 13). 7. Мӑшӑрсен пӗр-пӗрин умӗнче тӱрӗлӗхе упрамалла. Мӑшӑра улталани вӑл — Турра тата мӑшӑра хирӗҫ ҫылӑх туни (Eврей 13:4). Библи тӑрӑх, уйрӑлма тата ҫӗнӗрен мӑшӑрланма юракан пӗртен-пӗр сӑлтав вӑл — мӑшӑрта тӑман ясар ҫыхӑну (Матфей 19:6—9; Рим 7:2, 3). Библире кӑтартнӑ сӑлтавсӑрах уйрӑлса урӑх ҫынпа мӑшӑрланакансене Иегова кураймасть (Малахия 2:14—16, Архимандрит Макари куҫаравӗ [АМК]). |
||||
1999 ҫулта кӑларнӑ |
|
Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved. |
|