| Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? | 11-мӗш урок |
Турра юрӑхсӑр ӗненӱсемпе йӑласем |
|
| Мӗнле ӗненӱсемпе йӑласем юрӑхсӑр? (1) | |
| Христиансен Турӑ вӑл — Троица тесе ӗненмелле-и? (2) | |
| Чӑн христиансем мӗншӗн Раштава, Мӑнкуна тата ҫуралнӑ кунсене уявламаҫҫӗ? (3, 4) | |
| Вилнисем чӗррисене сиен кӱме пултараҫҫӗ-и? (5) | |
| Иисус хӗрес ҫинче вилнӗ-и? (6) | |
| Турра юрама мӗншӗн питӗ кирлӗ? (7) | |
1. Пур ӗненӱсемпе йӑласем япӑх мар. Анчах та суя тӗнрен тухнӑ тата Библи вӗрентнине хирӗҫ пыраканнисене Турӑ ырламасть (Матфей 15:6). 2. Троица. Иегова Троица-и е, урӑхла каласан, пӗр Турӑра виҫҫӗн-и? Ҫук! Иегова — Атте — вӑл «пӗр чӑн Турӑ» (Иоанн 17:3; Марк 12:29). Иисус — Унӑн малтан ҫуралнӑ Ӑна пӑхӑнса тӑракан Ывӑлӗ (1 Коринф 11:3). Ашшӗ Ывӑлӗнчен аслӑрах (Иоанн 14:28). Святой Сывлӑш — Турӑ мар, вӑл Туррӑн вӑйӗ (Бытие 1:2; Апостолсен ӗҫӗсем 2:18).
3. Раштав тата Мӑнкун. Иисус декабрӗн 25–мӗшӗнче ҫуралман. Вӑл октябрӗн 1–мӗшӗ тӗлнелле — кӗтӱҫсем хӑйсен кӗтӗвӗсене ҫӗрле уҫӑ сывлӑшра тытнӑ вӑхӑтсенче ҫуралнӑ (Лука 2:8—12). Иисус нихӑҫан та христиансем унӑн ҫуралнӑ кунне уявлаччӑр тесе каламан. Пачах та урӑхла, вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсене унӑн вилӗмне ӗмӗрех асӑнма хушса хӑварнӑ (Лука 22:19, 20). Раштав тата унӑн йӑли-йӗркисем авалхи суя тӗнсенчен тухнӑ. Ҫӑмарта тата кролик — ҫак тӗп паллӑсенчен тытӑнса тӑракан Мӑнкун йӑли-йӗркисем пирки те ҫавнах каласан тӗрӗс. Малтанхи христиансем Раштава тата Мӑнкуна уявламан, хальхи чӑн христиансем те ҫакна тумаҫҫӗ. 4. Ҫуралнӑ кунсем. Библире асӑннӑ икӗ ҫуралнӑ кун уявӗсене Иеговӑна ӗненмен ҫынсем ирттернӗ (Бытие 40:20—22; Марк 6:21, 22, 24—27). Малтанхи христиансем ҫуралнӑ кунсене уявламан. Ҫак йӑла авалхи суя тӗнсенчен килнӗ. Чӑн христиансем ҫулталӑкӗпех парнесем параҫҫӗ тата пӗр-пӗринпе хутшӑнса савӑнаҫҫӗ. 5. Вилнисенчен хӑрани. Вилнисем нимӗн тума та, туйма та пултараймаҫҫӗ. Эпир вӗсене пулӑшма пултараймастпӑр, вӗсем вара пире сиен кӱме пултараймаҫҫӗ (Псалом 145:4; Eкклесиаст 9:5, 10). Чун вилет; вилӗм хыҫҫӑн вӑл пурӑнмасть (Иезекииль 18:4). Анчах та демон ятлӑ усал ангелсем хӑйсене вилнӗ ҫын чунӗ пек кӑтартни пулкалать. Вилнисенчен хӑрассине аталантаракан тата вӗсене пуҫҫапма хавхалантаракан йӑласем — япӑх (Исаия 8:19). 6. Хӗрес. Иисус хӗрес ҫинче вилмен. Вӑл пӗрене, е юпа, ҫинче вилнӗ. Библи нумай куҫарӑвӗсенче «крест» тесе куҫарӑнакан грек сӑмахӗ юпа тенине пӗлтерет. «Крест» символӗ авалхи суя тӗнсенчен тухать. Малтанхи христиансен хӗрес пулман, вӗсем ӑна пуҫҫапман. Ҫавӑнпа та шухӑшласа пӑхӑр: пуҫҫапнӑ чухне хӗреспе усӑ курни тӗрӗс-и? (Второзаконие 7:26; 1 Коринф 10:14). 7. Каласа тухнӑ хӑш-пӗр ӗненӱсемпе тата йӑласемпе уйрӑлма питӗ йывӑр пулӗ. Тен, тӑвансемпе юлташсем сана малтанхи ӗненӱсене улӑштарттарасшӑн пулмӗҫ. Анчах та ҫынсене юриччен Турра юрани питех те кирлӗ (Притчи 29:25; Матфей 10:36, 37). |
||||||
1999 ҫулта кӑларнӑ |
|
Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved. |
|