Иегова Свидетелӗсем: Web-сайт Хурал Пашни обществи

Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 12-мӗш урок

Пурнӑҫпа юна хисеплени

Пурнӑҫ ҫине пирӗн мӗнле пӑхас пулать? (1) Ача пӑрахни ҫине? (1)
Христиансем хӑрушсӑрлӑхшӑн епле тӑрӑшаҫҫӗ? (2)
Чӗрчунсене вӗлерме ирӗк пур-и? (3)
Пурнӑҫа хисеплеменни мӗнле йӑласенче курӑнать? (4)
Турӑ законӗнче юн ҫинчен мӗн каланӑ? (5)
Законра юн памалла тесе каланӑ-и? (6)

1. Иегова — пурнӑҫ Ҫӑлкуҫӗ. Пур чӗрӗ чун та хӑйӗн пурнӑҫӗпе Турра парӑмлӑ (Псалом 35:10). Турӑ куҫӗнче пурнӑҫ хаклӑ япала. Иеговӑшӑн тӗвӗленнӗ, ҫуралман ачан пурнӑҫӗ те хаклӑ. Аталанакан ачана пӗлсе тӑрса вӗлерни — Турӑ умӗнче усал ӗҫ туни (Исход 21:22, 23; Псалом 126:3).

Турра юрас тесен, пирӗн юн йышӑнассинчен, таса мар йӑласенчен тата тӗлсӗр хӑрушлӑхсенчен пӑрӑнмалла

2. Чӑн христиансем хӑрушсӑрлӑхшӑн ҫунаҫҫӗ. Вӗсем машинӑпа ҫӱреме, килте пурӑнма хӑрушӑ ан пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ (Второзаконие 22:8). Турӑ ҫыннисем хаваслӑхшӑн тата ҫивӗч туйӑмсемшӗн ҫеҫ хӑйсен пурнӑҫне сӑлтавсӑр хӑрушлӑха тӑратмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем пӗлсе тӑрсах ҫынсене сиен кӱрекен, пусмӑрлакан спорта хутшӑнмаҫҫӗ. Пусмӑра хавхалантаракан йӑпанусенчен вӗсем пӑрӑнаҫҫӗ (Псалом 10:5; Иоанн 13:35).

3. Чӗрчунсен пурнӑҫӗ те пурне те Пултараканӑн куҫӗнче хаклӑ. Христиансем хӑйсене апат-ҫимӗҫпе тата тумтирпе тивӗҫтерес тесе, ҫавӑн пекех хӑрушлӑхпа чир-чӗрсене сирсе ярас тесе чӗрчунсене вӗлерме пултараҫҫӗ (Бытие 3:21; 9:3; Исход 21:28). Анчах чӗрчунсемпе спорт интересӗшӗн тата вӑйӑ-кулӑшӑн хӑйсене япӑх тытни тата вӗлерни — терӗс мар (Притчи 12:10).

4. Христиансен туртма, арек тӗшши чӑмлама тата хаваслӑхшӑн наркотиксене ӑша илме юрамасть. Ҫаксене туни — япӑх, мӗншӗн тесен 1) ҫакӑн пек йӑласем чура тӑваҫҫӗ, 2) организма сиен кӱреҫҫӗ тата 3) вӗсем таса мар (Рим 6:19; 12:1; 2 Коринф 7:1). Ун пек йӑласенчен хӑтӑлма питӗ йывӑр. Анчах та Турра юрас тесен, ӑна тумаллах.

5. Турӑ куҫӗнче юн та хаклӑ. Турӑ каланӑ тӑрӑх, юнра — чун, е, тӗрӗсрех, пурнӑҫ. Юна ҫини тӗрӗс мар. Юнӗ тӗппипех юхса тухман чӗрчунӑн какайне ҫини тӗрӗс мар. Чӗрчун пӑвӑнса е капкӑнра вилнӗ пулсан, ӑна ҫиме юрамасть. Ӑна сӑнӑпа е пӑшалпа персе вӗлернӗ пулсан, чӗрчунран хӑвӑрт юнне юхтарса кӑлармалла, ҫавӑн чухне ҫеҫ ӑна ҫиме юрать (Бытие 9:3, 4; Левит 17:13, 14; Апостолсен ӗҫӗсем 15:28, 29).

6. Юн пама юрамасть-и вара? Асра тытӑр: Иегова пирӗнтен юн йышӑнма чарӑнма ыйтать. Ҫакӑ пирӗн нимӗнле сӑлтавпа та хамӑр ӱте-ӑша урӑх ҫынсен юнне, хамӑртан илсе таҫта усранӑ юна та йышӑнма юраманнине пӗлтерет (Апостолсен ӗҫӗсем 21:25). Ҫавӑнпа та чӑн христиансем юн йышӑнма килӗшмеҫҫӗ. Вӗсем урӑхла майсемпе сипленме, калӑпӑр, юнсӑр препаратсене йышӑнма килӗшеҫҫӗ. Христиансен пурӑнас килет, анчах та Турӑ законӗсене пӑснӑ хакпа хайсен пурнӑҫӗсене ҫӑлма тӑрӑшмаҫҫӗ (Матфей 16:25).

 

1999 ҫулта кӑларнӑ

Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.