Иегова Свидетелӗсем: Web-сайт Хурал Пашни обществи

Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 13-мӗш урок

Чӑн тӗне мӗнле тупмалла?

Пур тӗнсем те Турра юрӑхлӑ-и е пӗри кӑна? (1)
Мӗншӗн тӗнчере христианла текен тӗнсем питӗ нумай? (2)
Чӑн христиансене мӗнле уйӑрмалла? (3—7)

1. Иисус пӗр чӑн христианла тӗн никӗсленӗ. Ҫавӑнпа та паян Иегова Туррӑн чӑн ӗненекенӗсен пӗр юхӑмӗ е ушкӑнӗ кӑна пулмалла (Иоанн 4:23, 24; Eфес 4:4, 5). Хӑш-пӗр ҫынсем кӑна пурнӑҫ патне илсе пыракан ансӑр ҫулпа утаҫҫӗ тесе вӗрентет Библи (Матфей 7:13, 14).

2. Апостолсем вилнӗ хыҫҫӑн христиансен пухӑвне суя вӗрентӱсем тата христианла мар йӑласем кӗрсе каясса Библире каласа хунӑ. Ҫавӑн пекех паллӑ ҫынсем ӗненекенсене Христос хыҫҫӑн мар, хӑйсем хыҫҫӑн илсе каясса ҫырса хунӑ (Матфей 7:15, 21—23; Апостолсен ӗҫӗсем 20:29, 30). Акӑ мӗншӗн халӗ хӑйсене христиансем текен тӗнсем питӗ нумай. Камсем чӑн христиансем пулнине мӗнле пӗлмелле?

3. Христиансем пулнине кӑтартакан паллӑ уйрӑмлӑх вӑл — вӗсем пӗр-пӗрне чӗререн юратни (Иоанн 13:34, 35). Чӑн христиансем хушшинче пӗр раса ҫыннисем е пӗр тӗслӗ ӱтлисем ытти расӑсенчен е ытти тӗслӗ ӱтлисенчен лайӑхрах тесе вӗрентмеҫҫӗ. Вӗсем хушшинче ҫавӑн пекех урӑх ҫӗршывсенче пурӑнакансене кураймасӑр тӑма вӗрентмеҫҫӗ (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Ҫавӑнпа та чӑн христиансем вӑрҫӑсене хутшӑнмаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе хӑйсене пиччӗшӗсемпе тата аппӑшӗсемпе тытнӑ пек тытаҫҫӗ (1 Иоанн 4:20, 21).


Чӑн христиансем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ, Библие хисеплеҫҫӗ тата Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентеҫҫӗ

4. Тепӗр паллӑ — Библие чӗререн хисеплени. Чӑн христиансем ӑна Турӑ Сӑмахӗ тесе йышӑнаҫҫӗ тата унта мӗн ҫырнисене пурне те ӗненеҫҫӗ (Иоанн 17:17; 2 Тимофей 3:16, 17). Турӑ Сӑмахӗ вӗсемшӗн ҫынсен шухӑшӗсемпе йӑлисенчен хаклӑрах (Матфей 15:1—3, 7—9). Вӗсем яланах Библи тӑрӑх пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем вӗрентекен сӑмахсем ӗҫӗсенчен уйрӑлса тӑмаҫҫӗ (Тит 1:15, 16).

5. Чӑн тӗншӗн тӑракансен ҫавӑн пекех Турӑ ятне хисеплемелле (Матфей 6:9). Иисус ҫынсене Турӑ ячӗ ҫинчен — Унӑн ячӗ Иегова пулнине каласа панӑ. Чӑн христиансен те ҫавнах тумалла (Иоанн 17:6, 26; Рим 10:13, 14). Сирӗн таврара Турӑ ячӗ ҫинчен кам калать ҫынсене?

6. Чӑн христиансен Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен вӗрентмелле. Иисус хӑй ҫакна тунӑ. Вӑл яланах Патшалӑх ҫинчен каланӑ (Лука 8:1). Ҫав хыпарах вӑл ҫӗр ҫинче пур ҫӗрте те вӗренекенӗсене вӗрентсе ҫӱреме хушнӑ (Матфей 24:14; 28:19, 20). Чӑн христиансем Турӑ Патшалӑхӗ кӑна ҫӗр ҫинче туслӑхпа хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерсе парасса ҫирӗп ӗненеҫҫӗ (Псалом 145:3—5).

7. Иисусӑн вӗренекенӗсем ҫак усал тӗнчен ӗҫӗсене хутшӑнмаҫҫӗ (Иоанн 17:16). Вӗсем политикӑна тата тӗнчери социаллӑ хирӗҫӱсене те хутшӑнмаҫҫӗ. Вӗсем хальхи тӗнчере сарӑлнӑ хӑйне хӑй сиенлӗ тытассине, йӑласене тата ӑсӗ-кӑмӑлӗсене йышӑнмаҫҫӗ (Иаков 1:27; 4:4). Каласа тухнӑ паллӑсене кӑтартакан эсӗ пӗлекен чӑн христиансен юхӑмӗн ятне калама пултаратӑн-и?

 

1999 ҫулта кӑларнӑ

Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.