Иегова Свидетелӗсем: Web-сайт Хурал Пашни обществи

Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 15-мӗш урок

Турӑ ирӗкне пурнӑҫлама ҫынсене мӗнле пулӑшмалла

Ху мӗн лайӑххи пӗлнине ҫынсене мӗншӗн каламалла? (1)
Ырӑ хыпара камсене каласа пама юрать? (2)
Эсӗ хӑвна тытни ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне мӗнле ҫавӑрма пултарать? (2)
Пухупа пӗрле хӑҫан вӗрентме пуҫлама юрать? (3)

1. Ҫак вӑхӑта эсӗ Библирен питӗ нумай лайӑххине пӗлтӗн. Ҫак пӗлӱсем сана христианла сӑнар аталантарма хистеме кирлӗ (Eфес 4:22—24). Ӗмӗрлӗх пурнӑҫа ҫитме Библи пӗлӗвне илни питӗ кирлӗ (Иоанн 17:3). Ҫапах та ытти ҫынсен те, ҫӑлӑнас тесен, ырӑ хыпара илтес пулать. Чӑн христиансен пурин те пӗлнине ыттисене каласа парас пулать. Ҫакна Турӑ хушнӑ (Рим 10:10; 1 Коринф 9:16; 1 Тимофей 4:16).

2. Ху мӗн пӗлни ҫинчен хӑвӑн ҫывӑх ҫыннусене калама пултаратӑн. Кун ҫинчен эсӗ хӑвӑн ҫемйӱне, тусусене, шкулти юлташусене тата ӗҫтешсене каласа пар. Каласа панӑ чух эсӗ ырӑ та чӑтӑмлӑ пул (2 Тимофей 2:24, 25). Асра тыт: ҫынсем час-часах ҫын мӗн каланинчен ытла унӑн ӗҫӗсем ҫине пӑхаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та шӑпах хӑвна лайӑх тытни ҫынсене эсӗ вӗрентекен хыпар енне ҫавӑрма пултарать (Матфей 5:16; 1 Петр 3:1, 2, 16).

3. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн, тен, эсӗ хӑв пуранакан районти Иегова Свидетелӗсен пуххипе пӗрле вӗрентме ирӗк илӗн. Ҫакӑ христианла ҫулӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ тапхӑрӗ (Матфей 24:14). Кама та пулин Иегова ҫынни пулма тата ӗмӗрлӗх пурнӑҫа илме пулӑшма май килсен, мӗн тери савӑнӑҫ! (1 Фессалоник 2:19, 20).

 

1999 ҫулта кӑларнӑ

Copyright © 2006 Watch Tower Bible and Tract Society of Pennsylvania. All rights reserved.