Иегова Свидетелӗсен официаллӑ веб-сайчӗ

Тӗп страница Beliefs Future Medical Topics Contact Us Publications Languages
Турӑ пирӗнтен мӗн тума ыйтать? 16-мӗш урокУнчченхи статья

Турӑшӑн ӗҫлеме шут тытни

Туррӑн тусӗ пулас тесен, мӗн тумалла? (1, 2)
Турӑшӑн ӗҫлеме сӑмах пани — ҫакна мӗнле тумалла? (1)
Хӑҫан санӑн шыва кӗмелле? (2)
Турӑ умӗнче яланах шанчӑклӑ пулас тесен, ӑҫтан вӑй илмелле? (3)

1. Туррӑн тусӗ пулас тесен, Библири чӑнлӑх ҫинчен лайӑх пӗлӳ илмелле (1 Тимофей 2:3, 4), ху мӗн пӗлнине ӗненмелле (Еврейсем 11:6), ҫылӑхсем тунӑшӑн ӳкӗнмелле (Апостолсен ӗҫӗсем 17:30, 31) тата хӑвӑн пурнӑҫна тӗппипех улӑштармалла (Апостолсен ӗҫӗсем 3:19). Унтан вара эсӗ Турра юратни сана Турӑшӑн ӗҫлес тесе сӑмах пама хистемелле. Ҫакӑ вӑл эсӗ уйрӑм кӗлӗре Туррӑн ирӗкне тума хӑвна пӗтӗмпех паратӑп тесе каланине пӗлтерет (Матфей 16:24; 22:37).

2. Турӑшӑн ӗҫлеме сӑмах панӑ хыҫҫӑн санӑн шыва кӗмелле (Матфей 28:19, 20). Шыва кӗни эсӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме сӑмах панине пурне те курма май парать. Ҫавӑнпа та Турӑшӑн ӗҫлеме шут тытма пултаракан, ҫулӗсемпе ҫителӗклӗ ҫынсем кӑна шыва кӗме пултараҫҫӗ. Шыва кӗнӗ чухне ҫыннӑн пӗтӗм кӗлетки пӗр самантлӑха шыв айӗнче пулмалла* (Марк 1:9, 10; Апостолсен ӗҫӗсем 8:36).

3. Эсӗ Иеговӑшӑн ӗҫлеме сӑмах панӑ хыҫҫӑн вӑл санран ҫав сӑмах панӑ тӑрӑх пурӑнасса кӗтет (Псалом 49:14; Екклесиаст 5:3, 4). Шуйттан сана Иеговӑшӑн ӗҫлеме чарас тесе тӑрӑшӗ (1 Пётр 5:8). Анчах та Турӑпа кӗлӗре ҫывхар (Филиппысем 4:6, 7). Кашни кун унӑн Сӑмахне тӗпче (Псалом 1:1—3). Пухупа ҫирӗп ҫыхӑну тыт (Еврейсем 13:17). Ҫаксене пурне те туса пынипе эсӗ Турӑ умӗнче яланах шанчӑклӑ пулма вӑй илсе тӑрӑн. Ҫапла эсӗ санран Турӑ мӗн тума ыйтнине ӗмӗр-ӗмӗрех туса пыма пултаратӑн!

Сирӗн нумайтарах пӗлес е Библине килте тулевсӗр вӗренес килет-и? Иегова Свидетелӗсен пӗр адресӗпе усӑ курса ҫыр. Адрессем